Молитва утренняя на чувашском

Чудотворные слова: молитва утренняя на чувашском в полном описании из всех найденных нами источников.

Молитва утренняя на чувашском

Библиотека

  • 20 Декабрь 2017

Освящение базового тральщика «Новочебоксарск» в городе Балтийск.

В субботу, 16 декабря, настоятель Кафедрального Свято-Георгиевского Морского Собора Балтийского Флота архимандрит Софроний (Колосов) в сослужении с протоиереем Георгием Черашкиным, настоятелем храма Казанской иконы Божией Матери города Мариинский Посад Чувашской Республики, клириком Чебоксарской епархии, освятили базовый тральщик «Новочебоксарск», который дислоцируется в 64 бригаде кораблей охраны водного района.

Торжественное открытие висячего моста и источника – купели во имя Казанской иконы Божией Матери

В воскресенье, 10 декабря 2017 года, в городе Мариинский Посад состоялось торжественное открытие висячего моста и источника – купели во имя Казанской иконы Божией Матери.

Молитва утренняя на чувашском

Молитвы утренние на чувашском языке.

Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе. Аминь.

Эй, Турă, хĕрхенсем мана, çылăхлă çынна. (Лк.18,13)

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере.

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.

Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.

Святой Сывлăша йăлăнмалли кĕлĕ

Эй, Çÿлти Патша, Эсĕ чуна лăплантаратăн, Эсĕ тÿрĕ Сывлăш, Эсĕ пур çĕрте пур, Эсĕ пурне те пултаратăн, пур ырăлăх та Санран тухать, чĕрĕлĕх те Эсĕ паратăн, пирĕн ăша кĕрсе вырăнаç; пур усалтан тасат пире, ырă Турă, пирĕн чунсене çăл.

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире (3 хут каласа сă хс ă хламалла).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Чăн таса Виç ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй, Турă, çылăхран тасат пире; эй, Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар; эй, Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те Çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кĕрт пире; усалтан хăтар пире.

Унтан Виç ипостаçлĕ Турра кĕлтумалли тропарьсем.

Эй, хăватлă ырă Турă, çывăрса тăрсан Сана пуççапатпăр, Сана Ангел юрри юрлатпăр: эй, Святой, Святой, Святой Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне : Эй, Турă, Эсĕ мана ыйхăран сывă тăратрăн, — ăсăма, чĕреме тасат; Сана, Виç ипостаçлĕ Таса Турра, мухтаса юрлама чĕлхеме уç: эй, Святой, Святой, Святой Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь : Аслă Тÿре суд тума сасартăк килĕ, мĕн тунисем пурсăмăрăн та курăнса тăрĕç; çавăнпа хăраса çур çĕртех кĕлтăвар: эй, Святой, Святой, Святой Турă, Турă Амăшĕ кĕлтунипе хĕрхен пире.

Эй, Турă, çырлах (12 хут).

Эй, Виç ипостаçлĕ Таса Турă, çывăрса тăрсан Сана тав туса пуççапатăп; Эсĕ Ху нумай тÿсĕмлĕрен, ырă кăмăллăран мана, наяна, çылăхлăскере, çилленсе çылăхăмсемпех пĕтермерĕн; Хăвăн этеме юратакан кăмăлупа хĕрхенсе тăрса çук çĕртен тăратрăн; ирхи кĕлле тăрса Хăвăн хăватна мухтамалла турăн. Ĕнтĕ манăн шухăшăмсене тасат, чĕлхе-çăварăма уç: Санăн сăмахусене вĕренем. Эсĕ кăтартнă йĕркесене ăнласа илем, Эсĕ хушнине тума тытăнам, Сана чунтан-вартан аслăлам, Санăн чăн таса ятна мухтаса юрлам:

Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Килĕр, Христоса, Патша Туррăмăра ÿксе пуççапар. (пуççапмалла)

Килĕр, Христоса, Патша Туррăмăра Хăйне ÿксе пуççапар. (пуççапмалла)

Эй, Турă, Хăвăн аслă ырăлăхупа хĕрхенсем мана, Хăвăн вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа йĕркесĕрлĕхĕме тасатсам. Манăн йĕркесĕрлĕхĕме пĕтĕмпех çуса ярсам, çылăхăмран мана тасатсам. Йĕркесĕр ĕçĕме пĕлетĕп; çылăхăм яланах хам умра. Пĕр Сан умăнта çылăха кĕтĕм, Сан умăнтах усал ĕç турăм: Эсĕ Хăвăн сăмахусенче тÿрре тухăн, суд тăвас пулсан мана айăплăн. Эпĕ аннем ăшĕнчех çылăхпа пуçланнă, аннемех мана çылăхлă çуратнă. Эсĕ чăнлăха юрататăн: пĕлме хал çук ăслăлăхна мана пĕлтертĕн. Эсĕ иссоппа сирпĕтсен эпĕ тасалăп, мана çуса тасатсан эпĕ юртан та шурă пулăп. Хăлхама хĕпĕртесе савăнмалли хыпар кĕрт, вара ваннă шăммăм-шаккăм та савăнĕччĕ. Манăн çылăхăмсенчен сăнна тÿртĕн тытсам, пур йĕркесĕрлĕхĕмсенчен те тасатсам мана. Эй, Турă, ман ăшăма таса кăмăл кĕрт, ăшăмри шухăша çĕнетсе тÿрĕ ту. Мана Хăвăнтан ан пистерсем, Хăвăн Святой Сывлăшна туртса ан илсем манран. Ху çăлассипе савăнтар мана, хăватлă Сывлăшупа тĕреклĕлентер мана. Иĕркесĕр пурăнакансене санăн çулусене вĕрентĕп, çылăхлă çынсем Сан еннелле çавăрăнĕç. Эй, Турăçăм, мана çăлакан Турă, юн тăкнă çылăхран хăтар мана, чĕлхем вара Санăн тĕрĕслĕхÿшĕн савăнĕ. Эй, Турă, чĕлхе-çăварăма уç, чĕлхе-çăварăм Санăн мухтаву çинчен калаçĕ. Эсĕ парнене кăмăл тунă пулсан, панă пулăттăм, анчах Эсĕ парне çунтарса панине хапăл тумастăн. Турă парни — хуйхăллă чун, хуйхăллă йăваш чĕрене Турă пăрахмасть. Эй, Турă, Хăвăн кăмăлупа Сиона ырлăхна çитер: Иерусалим хÿмисене хÿсе çаврăнмалла пултăр. Вара Эсĕ тĕрĕслĕх парнипе мухтав парнине, çунтарса панă парнесене те хапăл тăвăн, ун чухне сана парне к ӳ рекен вырăн çине пăрусем пусса хурĕç.

Пĕр Атте Турра ĕненетĕп. Вăл пурне те тытса тăрать; Пĕлĕте, çĕре, курăнаканнине, курăнманнине, пурне те Вăл пултарнă, тесе. Тата пĕр Иисус Христос Турра ĕненетĕп, Вăл Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ. Вăл пур ĕмĕртен малтан Ашшĕнчен çуралнă: Вăл, çутăран çутă тухнă пек, чăн Турăран çуралнă чăн Турă, Ăна пултарман, Вăл çуралнă; Вăл Ашшĕпе пĕрех, пурне те Вăл пултарнă, тесе. Вăл пире, этемсене, çăласшăн Çÿлтен анса Святой Сывлăш хăвачĕпе Мария Хĕртен ÿтленсе çын пулнă, тесе. Понтий Пилат пурăннă вăхăтра Ăна пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаса, асаплантарса вĕлерсе пытарнă, тесе. Турă Çырăвĕнче çырнă пек, Вăл виççĕмĕш кунне вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, тесе. Вăл Пĕлĕт çине çĕкленсе Ашшĕн сылтăм енне ларнă, тесе. Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд туса уйăрма аслăлăхĕпе татах килмелле, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук, тесе. Тата Святой Сывлăш Турра ĕненетĕп, Вăл чĕрĕлĕх парать, Вăл Ашшĕнчен тухать. Ăна Ашшĕпеле, Ывăлĕпеле пĕрле мухтаса пуççапмалла; пророксене Вăл калаттарнă, тесе. Чиркĕве ĕненетĕп, Вăл пĕреççех, таса, пĕтĕм çĕр çинче пĕрре анчах, Вăл апостолсенчен юлнă, тесе. Çылăха каçарттармашкăн пĕрре анчах тĕне кĕмеллине пĕлсе тăратăп. Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрассипеле леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнассине кĕтсе тăратăп. Аминь.

1-мĕш кĕлĕ, Аслă святой Макарий кĕлли

Эй, Турă, тасатсам мана, çылăхлăскере. Санăн умăнта эпĕ нихăçан та пĕр ырă ĕç те туман; çапах та усалтан хăтар мана, ман ăшăмра Санăн ирĕкÿ пултăр, çылăхла çăварăма айăпа кĕмесĕр уçма юрăхлă пулам. Санăн таса ятна мухтаса тăрам: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, Çăлакан, ыйхăран тăрса Сана çур çĕр кĕлли тăватăп, Сана ÿксе пуççапса йăлăнатăп; çылăхпах çывăрса кайса вилме ан пар мана.

Эй, Ху ирĕкÿпе пăталаннă Турă, ырăлăхна кăтарт мана, ÿркенсе выртнă çĕртен часрах тăрат мана, Ху умна тăрса кĕлтунипе çăл мана; çĕрлехи ыйхă хыççăн çылăхсăр ирттермелĕх кун çути пар, эй, Христос Турă, çăл мана.

Эй, этеме савакан Патша Турă; çывăрса тăрсанах Сана йăлăнатăп, Сан ырă кăмăлу çине шанса, Эсĕ хушнă ĕçе тума тытăнатăп. Сана пуççапса тархаслатăп: пур вăхăтра та, пур ĕçре те пулăш мана, ку тĕнчери тĕрлĕ усал ĕçе тăвасран сыхла, шуйттан улталаса çылăха кĕртесрен хăтар, Хăвăн ĕмĕрхи Патшалăхна çăлса кĕрт мана. Эсĕ мана пултаракан, пур ырăлăха кăларакан та, пур ырăлăха паракан та Эсех, мĕнпур ĕмĕтĕм манăн Сан çинче, Сана мухтатăп, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмерех. Аминь.

Эй, Турă, Эсĕ Хăвăн нумай ырăлăхупа, вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа мана, ху чуруна, çак иртсе кайнă çĕре пур усал-тĕселтен те лайăх ирттерсе яма патăн. Эй, пурне те пултаракан Патша Турă, мана Хăвăн чăн çутупа çутат, чĕреме тасат, Ху хушнине туса пурăнма тивĕçлĕ ту мана, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, пурне те тытса тăракан Турă, Ангелсенĕн те, этемсенĕн те Турри, Эсĕ Çÿлте пурăнса çĕр çинчисене куратăн, ăшри шухăшсене пĕлетĕн, этемен вăрттăн тăвас ĕçне те малтанах курса тăратăн; Эсĕ ĕмĕртен малтанхи вĕçĕмсĕр Çутă, Санăн улшăнасси, урăх тĕрлĕ пуласси нимĕн те çук; эй, вилĕмсĕр Патша, халĕ эпир Санăн ырă кăмăлу çине шанса çылăхлă чĕлхе-çăварпа Сана тархаслатпăр, пирĕн кĕллĕмĕре хапăл ил; эпир ĕçпе, сăмахпа, шухăшпа е пĕлсе, е пĕлмесĕр çылăха кĕнине пурне те каçар; ÿтĕмĕрсенĕн те, чунăмăрсенĕн ирсĕрлĕхне пурне те тасат, ку тĕнчери пурăнăçăн тĕттĕм çĕрне сыхă чĕрепе, таса шухăшпа ирттерсе яма пар пире; Хăвăн пĕртен-пĕр Ывăлу, пире çăлакан Туррăмăр Иисус Христос çутăлса килес куна кĕтсе хатĕрленсе тăма пар; Вăл аслă Тÿре пулса пурне те ĕçĕсем тăрăх суд тума аслăлăхĕпе килнĕ çĕре эпир ÿркенсе, çывăрса ан выртар, сыхă тăрса, ырă ĕçсем туса, хатĕрленсе кĕтсе илер; Унпа пĕрле Туррăн мухтавлă çуртне кĕрсе савăнар; унта Сана пĕр чарăнмасăр мухтаса юрлаççĕ, чĕлхе калайми Санăн илемлĕ сăнна курса тăракансем калама çук савăнаççĕ. Эсĕ пурне те çутăлтарса тасатакан чăн Çутă, Сана пур чун та ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса тăрать. Аминь.

Эй, ырăлăх паракан Çÿлти Патша Турă, Сана мухтатпăр: Эсĕ пирĕн умра ĕмĕртенпех темен чухлĕ аслă, пĕлме çук, чаплă, пит хăрушă ĕçсем туса тăратăн: Эсĕ пире тĕрексĕрскерсене канма, ĕçленипе ывăнакан ÿтĕмĕрсене çăмăллатма ыйхă панă. Тавтапуç Сана: Эсĕ пире çылăхăмăрсемпех пĕтермерен, Хăвăн этеме юратакан ырă кăмăлупа хĕрхенсе, пире тăрас çук çĕртен тăратрăн, Хăвăн хăватна мухтамалла турăн. Çавăнпа Сана, вĕçĕмсĕр ырăлăхлă Турра, йăлăнатпăр: пирĕн шухăш куçĕсене уç, ăсăмăрсене юлхавлăхăн йывăр ыйхинчен вăрат, чĕлхе-çăварамăрсене уç. Хăвна мухтаса тăмалла ту; вара Сана, пурте мухтаса тăракан ĕмĕртен малтанхи Атте Турра, пĕртен-пĕр Ывăлупа, пурне те чĕрĕ тăвакан чăн таса ырă Сывлăшупа пĕрле пур ырăлăхусемшĕн те мухтаса юрламалла пулар, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй, ырăлăх паракан Çÿлти Патша Турă, Сана мухтатпăр: Эсĕ пирĕн умра ĕмĕртенпех темен чухлĕ аслă, пĕлме çук, чаплă, пит хăрушă ĕçсем туса тăратăн: Эсĕ пире тĕрексĕрскерсене канма, ĕçленипе ывăнакан ÿте-мĕрсене çăмăллатма ыйхă панă. Тавтапуç Сана: Эсĕ пире çылăхăмăрсемпех пĕтермерен, Хăвăн этеме юратакан ырă кăмăлупа хĕрхенсе, пире тăрас çук çĕртен тăратрăн, Хăвăн хăватна мухтамалла турăн. Çавăнпа Сана, вĕçĕмсĕр ырăлăхлă Турра, йăлăнатпăр: пирĕн шухăш куçĕсене уç, ăсăмăрсене юлхавлăхăн йывăр ыйхинчен вăрат, чĕлхе-çăварамăрсене уç. Хăвна мухтаса тăмалла ту; вара Сана, пурте мухтаса тăракан ĕмĕртен малтанхи Атте Турра, пĕртен-пĕр Ывăлупа, пурне те чĕрĕ тăвакан чăн таса ырă Сывлăшупа пĕрле пур ырăлăхусемшĕн те мухтаса юрламалла пулар, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

7-мĕш кĕлĕ, Туррăн Таса Амăшне кĕлтумалли

Эй, мана пăхса усракан Туррăн Амăшĕ, Санăн тивлетÿне мухтаса юрлатăп, Сана тархаслатăп, ман ăсăма хăватлăлантар. Христос хушнă пек тÿрĕ çулпа пыма вĕрент мана. Манран хуйха, йывăрлăха сирсе яр, юрласа тăма хăват пар. Эй, Турă суйласа илнĕ Таса Хĕр, çылăхсем туса çыхăннă çыххăмсене Ху кĕлтунипе салтса яр; çĕрле те, кăнтăрла та, хама хирĕç тăракан тăшмансенчен хăтарса, сыхласа тăр мана. Эй, чĕрĕлĕх паракан Турра çуратнă Хĕр, усал ĕçĕмпе вилнĕскере, чĕрт мана. Эй, нихăçан та анса ларми Çутта çуратнă Хĕр, манăн суккăрланнă чунăма çутат. Эй, Патшанăн тĕлĕнмелле çурчĕ, Турă Сывлăшĕн çурчĕ ту мана. Эй, Эмелçĕ çуратнă Хĕр, чунăма нумай çултанпа асаплантаракан сурансене тÿрлет. Пурăнăç тăвăлĕпе хумханса çÿрекенскере, мана ÿкĕнĕç çулĕ çине тăрат. Ĕмĕрлĕх вутран та, усал хуртсенчен те, тамăкран та хăтар мана: мана, нумай çылăхпа айăплăскере, шуйттансен савăнăçĕ ан ту. Эй, айăпсăр чăн Таса Хĕр, сисмесĕр тунă çылăхсемпе кивелнĕскере, çĕнет мана. Пур тĕрлĕ асапран та ютшăнтар мана: пуринĕн те Патшине тархасла. Мĕнпур святой çынсемпе пĕрле Пĕлĕт çинчи савăнăçа кĕме тивĕçлĕ ту мана. Эй, чăн Таса Хĕр, Хăвăн юрăхсăр чуру сассине илт. Эй, чăн Таса Хĕр, чунăм ирсĕрлĕхне тасатса куççулĕме юхмалла ту. Эй, мана пăхса тăракан Турă Амăшĕ, Сана пĕр чарăнмасăр чĕремпе ĕсĕкле-ĕсĕкле тархаслатăп: тăрăш маншăн, эпĕ йăлăнса кĕлтунине илт, ăна хĕрхенекен кăмăллă Турă патне çитер. Эй, Ангелсенчен те аслă Таса Хĕр, ку тĕнчери аскăн шухăшсене çĕнтерсе çиеле тухма пар мана, ырă тивлетÿ пăхса сыхласа тăтăр мана. Эй, пĕр айăпсăр Таса Хĕр, эпĕ Христоса кĕлтума ирсĕрленнĕ аллăма çĕклем, Сана мухтама çылăхлă чĕлхе-çăварăма уçам, тăрăшса тархасласа, чунăма пĕтерекен ирсĕрлĕхсенчен хăтар мана. Ăна хисеплеме те, пуççапма та тивĕçлĕ, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

8-мĕш кĕлĕ, хамăрăн Туррăмăра Иисус Христоса кĕлтумалли

Эй, нумай ырăлăхлă, пит хĕрхенекен Иисус Христос Туррăмăрçăм, Эсĕ пурне те хытă юратнă тăрăх пире çăласшăн Çÿлтен анса ÿтленнĕ; эй, Çăлакан, Сана тархаслатăп, Хăвăн ырăлăхупа каллех çăл мана. Анчах ĕçсемшĕн кăна çăлас пулсан вăл ырăлăхпа ахалех çăлни мар, тивĕçлĕрен çăлни. Эй, нумай уçă кăмăллă, чĕлхе калайми хĕрхенекен Христосăм, Эсĕ Ху каланă: Мана ĕненекен чĕрĕ пулĕ, вăл ĕмĕрне те вилĕм курмĕ, тенĕ. Сана ĕненни ĕмĕт çухатнисене çапла çăлать пулсан, акă эпĕ ĕненетĕп ĕнтĕ, çăл мана: Эсĕ манăн Туррăм, мана Пултаракан Тура. Эй, Туррăм, эпĕ ĕненни ĕçĕмсем вырăнне пултăр, мана хама тÿрре кăларакан ĕçсене манра пĕрре те тупаймăн. Пурин вырăнне те маншăн пĕр çав ĕненни пултăр, çавах маншăн хута кĕтер, çавах мана тÿрре кăлартăр, çавах мана Хăвăн ĕмĕрлĕх мухтав-лăхна пая кĕрттĕр. Эй, Сăмах Турă, çапла вара шуйттан мана туртса илме те ан пултартăр, Сан аллунтан, Сан хÿттÿнтен туртса илĕп тесе те ан мухтантăр. Эй, Çăлакан Христосăм! Хам çăлăнасшăн пулсан-пулмасан та çăл мана; эпĕ пĕтĕмпех пĕтрĕм; хăвăртрах, хăвăртрах килсе çăл мана; эпĕ аннем ăшĕнче чухнех Эсĕ манăн Туррăм. Эй, Турă, эпĕ ĕлĕк çак çылăхах юратнă пек, халĕ ĕнтĕ мана Хăвна юратма тивĕçлĕ ту, ĕлĕк ултавçă шуйттана ĕçлесе пурăннă пек, халĕ ĕнтĕ пĕр ÿркенмесĕр каллех Хăвна тăрăшса ĕçлесе пурăнма юрăхлă ту мана. Эпĕ хам пурăнăçăмăн пур кунĕнче те пуринчен ытла Сана, хам Туррăма Иисус Христоса, ĕçлесе пурăнам, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

9-мĕш кĕлĕ, çынна сыхлакан Ангела кĕлтумалли

Эй, манăн мĕскĕн чунăмпа чарусăр пурăнăçăма пăхса тăракан святой Ангел, мана, çылăхлă çынна, ан пăрахсам; хама хам чарайманшăн мана пăрахса ан кайсам; ху вырăнна шуйттана парса çак халсăр ÿт-пĕвĕме ан пусмăрлаттар; вăйсăрланнă тĕрексĕр аллăмран хытă тытса, çăлăнăç çулĕпе ертсе кай мана. Эй, манăн мĕскĕн чунăмпа ÿт-пĕвĕме сыхласа усракан Туррăн святой Ангелĕ, пурăнан ĕмĕрĕм тăршшĕнче Сана мĕн кÿрентернине пурне те каçар мана, çак иртнĕ каç çылăха кĕнине те паянхи кун каçар, усал кирек епле улталасран та сыхла мана, пĕр çылăхпа та манăн Турра кÿрентерес марччĕ: маншăн Турра тархасла. Вăл мана яланах Хăйĕнчен хăраса тăмалла тăвинччĕ, эпĕ Унăн ырăлăхне курма тивĕçлĕ чура пулăпинччĕ. Аминь.

10-мĕш кĕлĕ, Туррăн Таса Амăшне кĕлтумалли

Эй, мана пăхса усракан чăн Таса Турă Амăшĕ, Хăвăн хăватлă таса кĕллÿпе мана, нимĕне юрăхсăр йĕрĕнмелле чуруна, хуйха ÿкесрен, манăçа каясран, ăса çухатасран, ÿркенесрен хăтар. Пур ирсĕр, усал, кирлĕ мар шухăшсене те манăн пăсăлнă чĕремрен, тĕтĕмленнĕ ăсăмран сирсе яр. Эпĕ мĕскĕн, йĕрĕнмелле çын: манăн чарусăр шухăшсенĕн çулăмне сÿнтер, ăшăма тĕрлĕ усал шухăш кĕрсе, ун хыççăн каясран сыхла, усал ĕçсем тума тытăнасран хăтар мана. Сана пур халăхсем те мухтаççĕ, Санăн чăн таса ятна ĕмĕр-ĕмĕрех аслăласа тăраççĕ. Аминь.

Хăвăн ятлă святоя йăлăнса кĕлтумалли

Эй, Турра юрăхлă пулнă Святой (ятне кала), Эсĕ мана час пулăшакан, ман чунăмшăн кĕлтăвакан, эпĕ Сана тархасласа йăлăнатăп, маншăн Турра кĕлту.

Турă Таса Амăшне мухтаса юрламалли юрă

Эй, Турра çуратнă Хĕр, савăн! Санпала Турă, тивлетлĕ Мария: Эсĕ пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă. Санран çурални те мухтавлă, Эсĕ пирĕн чунсене Çăлакана çуратнă.

Хĕрес тропарĕ, тата çавах патшалăхшăн кĕлтумалли кĕлĕ

Эй, Турă, этемÿсене çăл, Хăвăн халăхна ырă курмалла ту, Чăн тĕне тĕрĕс тытса тăракан православи халăхне тăшманĕсене çĕнтерме вăй-хăват пар, Патшалăхна Хăвăн хĕресÿн хăвачĕпе усра.

Чĕррисемшĕн кĕлтумалли кĕлĕ

Эй, Турă, манăн çылăхăмсене каçарттаракан аттеме (ятне капа), манăн атте-аннеме, пиччем-шăллăмсене, аппам-йăмăкăмсене, тăванăм-хурăнташăмсене, тусăм-йышăмсене (ячĕсене кала) тата пĕтĕм православи халăхне çăл, ырăлăх ту, ку тĕнчере те, леш тĕнчере те ырă курмалла ту.

Эй, Турă, Хăвăн вилнĕ чурусенĕн, манăн аттемпе анненĕн, пур тăванăм-хурăнташăмсенĕн (ячĕсене асăнмалла) чунĕсене тата пĕтĕм православи халăхĕн чунĕсене канăçлăх пар тата вĕсен ирĕкпе е ирĕксĕр тунă çылăхĕсене каçарса Çÿлти Патшалăхна кĕрт.

Вăхăт пулсан, кĕске кĕлĕсем вырăнне çак асăнмалли кĕлĕсене вуламалла.

Эй, Турă, эпир çылăха кĕнине çăмăллат, пăрах, каçар: ирĕклĕ е ирĕксĕр, сăмахпа е ĕçпе, пелсе е пĕлмесĕр, кăнтăрла е çĕрле, ăспа е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар пире: Эсĕ этем савакан ырă Турă.

Эй, этеме савакан Турă, пире кураймансене, пире хур тăвакансене каçар. Ырăлăх тавакансене ырăлăх ту. Пирĕн тăвансем, хурăнташсем çăлăнасшăн кĕлтунине илт, ĕмĕр-лĕх пурăнăçа кĕрт вĕсене. Чирлĕ выртакансем патне пырса чирĕсенчен сыват. Тинĕс çинче çÿрекенсене лайăх илсе çÿре. Çул çÿрекенсемпе пĕрле çÿре. Пире пулăшакансенĕн, пире хĕрхенекенсенĕн çылăхĕсене каçар. Пуринчен малтан Хăвăн таса, пĕтĕм çĕр çинче пĕрре анчах, апостолсенчен юлнă Чиркĕвне аса ил; Эсĕ Уншăн хăвăн таса юнна тăкнă; ăна хăватлăлантар, ÿстернĕçем ÿстер, пысăклантар, канлĕхлĕ ту, ăна тамăк вăйĕ çĕнейми туса, ĕмĕр-ĕмĕрех сыхă усра; ĕненекен тĕнсĕр халăхсене килĕштереймесĕр пурăнасран чар, тĕнсĕр халăхсене ан пусмăрлаттар, Чăн тĕне пăтратма тытăнакансенĕн шухăшĕсене ан çитер, пĕтер, Хăвăн Святой Сывлăшу хăвачĕпе вĕсене нимĕн те тăвайми ту.

Тата Чăн тĕне тĕрĕс тытса тăракансене: патшалăха пăхса тăракан аслă пуçлăхсене, çар пуçлăхĕсене, хула пуçлăхĕсене, Христоса юратса тăракан пур çара та çăл, ырăлăх ту. Çав пуçлăхсене канлĕ усра, хирĕç тăракан пур тĕрлĕ тăшмансене те вĕсен ури айне ту, вĕсене Хăвăн таса Чиркĕвÿпе пур çыннусене те канлĕ, ырă усрас шухăш пар, эпир те вара вĕсем лăпкă пăхса тăнипе пĕр пăтранмасăр, канлĕ, Чăн тĕне тĕрĕс тытса, Турăран хăраса, таса хальлĕн пурăнар.

Эй, Турă, Чиркĕве пăхса тăракан Святейший Патриарха (ятне каламалла), Чăн тĕне тĕрĕс вĕрентсе пурăнакан пĕтĕм тĕнчери святейший патриархсене, преосвященнăй митрополитсене, архиепископсене, епископсене, священниксене, монахсене, чиркÿре ĕçлесе пурăнакансене пурне те çăл, ырăлăх ту, Эсĕ вĕсене Хăвăн калаçакан кĕтÿне кĕтме лартнă, вĕсем кĕлтунипе мана та, çылăхлăскере, çăл, ырăлăх ту.

Эй, Турă, манăн çылăхăмсене каçарттаракан аттеме (ятне каламалла) çăл, ырăлăх ту, унăн таса кĕллипе манăн çылăхăмсене каçар.

Эй, Турă, манăн атте-аннеме, пиччем-шăллăмсене, аппам-йăмăкăмсене, тăванăм-хурăнташăмсене, тусăм-йышăмсене (ячĕсене кала) пурне те çăл, ырăлăх ту, ку тĕнчере те, леш тĕнчере те ырă курмалла ту вĕсене. Пуççап.

Эй, Турă, ватăсене, çамрăксене, мĕскĕнсене, тăлăха юлнă ача-пăчана, тăлăх арăмсене, чирпе асапланакансене, хуйха ÿкнисене, инкек курса тарăхакансене, хĕн куракансене, тыткăнра пурăнакансене, тĕрмере ларакансене, ют çĕре уйăрса янисене çăл, ырăлăх ту; пуринчен ытла тата Саншăн, Чăн тĕншĕн турăсăр халăхсем, Чĕн тĕнтен уйăрăлнисем, Чăн тĕне пăсакансем хĕсĕрленине чăтакан чурусене асна ил, вĕсем патне пыр, ăшĕсене пусар, Хăвăн хăватупа вĕсене часрах çăмăллăх пар, хăтар, ирĕке кăлар.

Эй, Турă, мана кураймансене, мана хур тăвакансене, мана усал тăвакансене пурне те çăл, ырăлăх ту, маншăн, çылăхлăскершĕн, пĕтмелле ан ту вĕсене.

Чăн тĕне пăрахнисене, Чăн тĕн çинчен йăнăш вĕрентнипе суккăрланнă пĕтес çынсене Ху çинчен пĕлтерсе çутăлтар, вĕсене Хăвăн пĕтĕм çĕр çинче пĕрре анчах, апостолсенчен юлнă таса Чиркĕвÿн çыннисемпе хутăштар.

Вилнисене асăнмалли кĕлĕ

Эй, Турă, вилнĕ чурусене, Ху ырă тăрăх, асна ил, вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче мĕн çылăха кĕнине пурне те каçар, Санран пуçне çылăхсăрри урăх никам та çук, вилнĕ çынсене канăçлăх пама та Эсĕ анчах пултаратăн.

Эй, этеме юратса пур ĕçе те пит пĕлсе йĕркене к ӳ рекен, пурне те усăллă япала Паракан, пурне те туса çитернĕ пĕр Турă, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене канлĕхе кĕрт: вĕсен шанчăкĕ Сан çинче, пире пултаракан, пире туса çитерекен Турă çинче, пулнă.

Эй, Турă, Хăвăн вилнĕ чурусенĕн, манăн аттемпе анненĕн, пур тăванăм-хурăнташăмсенĕн (ячĕсене асăнмалла) чунĕсене, чĕрĕлсе тăрса ĕмĕрлĕх пурнăçа кĕрессине ĕмĕтленсе вилнĕ ватăсене, çамрăксене пурне те асăн, вĕсене ĕмĕр асăнмалла ту.

Эй, Христос, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене чирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кĕрт, ĕмĕрлĕх пурнăçра святой çынсемпе пĕрле пурăнма пар вĕсене.

Эй, Турра çуратнă Хĕр, Сана асла хурса хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ, Эсĕ пирĕн Туррăн ĕмĕр мухтавлă Таса Амăшĕ: Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă, Эсĕ хĕр хальлĕн сăмах Турра çуратнă, Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне , халĕ те , кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь : Эй, Турă, çырлах (3 хут).

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, ăшĕсенче Турра тытса, таса пурăннă Аттемĕрсем, пур святой çынсем те кĕлтунипе хĕрхен пире. Аминь.

* Мункунран Иисус Христос Туррăмăр Пĕлĕт çине çĕклениччен çак кĕлĕ вырăнне Мункун канонĕн 9-мĕш юррин хушса юрламаллине тата ирмосне вулаççĕ: «Ангел тивлетлĕ Марияна чĕнсе каланă: Эй, Таса Хĕр, савăн! — тенĕ. Тата савăн! тетĕп: Ывăлу виççĕмĕш кунне тупăкран чĕрĕлсе тухрĕ, вилнĕ çынсене чĕртсе тăратрĕ. Эй, çынсем, савăнăр.

Ирмос. Эй, çĕнĕ Иерусалим, йăлтăртатса çуталса тăр. Сана Турă хăвачĕ çутăлтарчĕ. Эй, Сион, паян савăнса хĕпĕртесе тăр. Эй, Таса Турă Амăшĕ, Эс ĕ Ывăлу чĕрĕлнĕшĕн савăн!»

(Çакăн пекех каçхи кĕлĕре те вуламалла.)

  • 20 Декабрь 2017

Освящение базового тральщика «Новочебоксарск» в городе Балтийск.

В субботу, 16 декабря, настоятель Кафедрального Свято-Георгиевского Морского Собора Балтийского Флота архимандрит Софроний (Колосов) в сослужении с протоиереем Георгием Черашкиным, настоятелем храма Казанской иконы Божией Матери города Мариинский Посад Чувашской Республики, клириком Чебоксарской епархии, освятили базовый тральщик «Новочебоксарск», который дислоцируется в 64 бригаде кораблей охраны водного района.

Торжественное открытие висячего моста и источника – купели во имя Казанской иконы Божией Матери

В воскресенье, 10 декабря 2017 года, в городе Мариинский Посад состоялось торжественное открытие висячего моста и источника – купели во имя Казанской иконы Божией Матери.

Оценка 4.2 проголосовавших: 143
ПОДЕЛИТЬСЯ

ОСТАВЬТЕ ОТВЕТ

Please enter your comment!
Please enter your name here